17 мая 2018 г.
Çанталăк уяр тăнă вăхăтпа усă курса ĕçсене кĕске вăхăтра вĕçлеме палăртаççĕ ял ĕçченĕсем. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 10 пин ытла гектар акнă. Ку палăртнинчен 49 %. Патăрьелсем, Каçалсем, Пăрачкавсем, Шăмăршăсем, Çĕмĕрлесем тата Елчĕксем çуракине чылай маларах хатĕрленме пуçланă. Елчĕксем ĕçсене вĕçлесе пыраççĕ. Вĕсем çурхи культурăсене 11 пин гектар ытла акма ĕлкĕрнĕ.