22 мая 2018 г.
Çĕр ĕçченĕсем кашни уяр кунпа усă курса тыр-пул акаççĕ. Чăваш Енри хуçалăхсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 163 пин гектар лаптăк çинче акнă. Ку планпа палăртнин 76 проценчĕ. Çур аки мĕнле иртни пирки паян министрсемпе тата ведомство ертӳçисемпе ирттерекен ларура калаçрĕç.